Чӑваш чӗлхи
«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2019» акци кӑҫал ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 13 сехетре иртӗ. Ӑна Чӑваш чӗлхи кунне тата Шупашкар хули йӗркеленнерӗнпе 550 ҫул ҫитнине халалланӑ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть иртнӗ йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗнче диктант текстне суйласа илнӗ. «Диктант тексчӗсен «Тӗп хуламӑр — Шупашкар» е «Театр ҫулӗ» конкурсне пӗтӗмлетес, Владислав Николаев ҫыравҫӑ, журналист Тани Юн пултарулӑхне халалласа ҫырнӑ текста суйласа илес», — тесе ҫырнӑ институтӑн сайтӗнче. Апла пулсан, кӑҫалхи диктанта Владислав Николаев тексчӗпе ҫыртарӗҫ. Текста журналист тата ҫыравҫӑ чӑвашсен пӗрремӗш хӗрарӑм-актрисине Тани Юна халалланӑ. Диктанта ытти ҫулти пекех тӗрлӗ аудиторире ҫыртарӗҫ. Текста «Тӑван радио» тата «Наци радиовӗ» эфирӗсенче те вулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Ака уйӑхӗн 13-мӗшенче чӑваш чӗлхипе тата литературипе пӗтӗм халӑхсем хушшинчи олимпиада иртнӗ. Унта Казахстанпа Туркменистанран та хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑс-тӑна 25 ҫула ҫитичченхи 412 ачапа ҫамрӑк тӗрӗсленӗ. Олимпиада «Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе» тата «Чӑваш чӗлхин илемӗ» енсемпе иртнӗ. «Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе» ятлине чӑваш чӗлхипе литературипе 2018 тата 2019 ҫулсенче иртнӗ олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисем — пурӗ 57-ӗн — хутшӑннӑ. Йышра Тутарстанри 16 ача пулнӑ, Чӗмпӗр облаҫӗнчи — 1 ача. «Чӑваш чӗлхин илемӗ» ятлине шкулсемпе техникумсенче, аслӑ шкулсенче вӗренекен 355 ҫамрӑк хутшӑннӑ. Инҫет мелӗпе йӗркеленӗскерте хамӑр тӑрӑхрисем ҫеҫ мар, Чӗмпӗр облаҫӗнчисем, Тутарстанрисем, Пушкӑртстанрисем, Казахстанпа Туркменистанрисем те пӗлӗве тӗрӗсленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш халӑх сайтӗнче Германири Визбаден хулинче Клара Адягаши венгр тӗпчевҫин «Chuvash Historical Phonetics» кӗнеки пичетленсе тухни ҫинчен пӗлтернине астӑватпӑр-ха. Унта чӑваш фонетикин историлле аталанӑвне тӗпчесе пӗлес тӗлӗшпе автор тӗнчери тӗрлӗ чӗлхере упранса юлнӑ чӑваш сӑмахӗсемпе усӑ курнӑ тенӗччӗ. Асӑрхӑр: ҫак кӗнекере чӑваш чӗлхине ытти чӗлхесенчен кӗнӗ сӑмахсем пирки мар — тӗнчери ытти чӗлхесене кӗнӗ тата паянхи кун та ҫав чӗлхесенче пур чӑваш сӑмахӗсем пирки калаҫу пырать иккен! Ҫакӑ чӑваш чӗлхине нумай-нумай ют сӑмах кӗнӗ тенине илтме хӑнӑхнӑ пирӗн чӑвашла хӑлхасемшӗн тӗлӗнмелле пек илтӗнмест-и? Сенсаци пек. Шухӑшласан, чӑнах та ӗнтӗ, мӗн кӑна илтместпӗр-ха, вуламастпӑр-ха эпир? Имӗш, чӑваш чӗлхине мӗнле кӑна чӗлхесенчен кӗмен тӗрлӗ сӑмах: перс чӗлхинчен те, китай чӗлхинчен те, монгол чӗлхинчен те, араб чӗлхинчен те, инд чӗлхинчен те… Каласа пӗтереймӗн! Пулӗ те! Анчах хисеплӗ филологи докторӗ, профессор, Венгри наука академийӗн пайташӗ Клара Адягаши вара чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесене кӗни ҫинчен калать! Тӗлӗнтермӗш мар-и ҫакӑ? |
Чӑваш чӗлхи
Паян, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, «Ачана чӑвашла кӗнеке парнеле» акци пуҫланать. Ӑна йӗркелме Чӑваш Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Альбина Егорова сӗннӗ. Ыр кӑмӑллӑх акцийӗ Чӑваш чӗлхи кунӗнче, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, вӗҫленӗ. «Ашшӗпе амӑшӗ чӑваш ҫемьесенче те ачасем чӑвашла калаҫманни тӗл пулать. Чӑваш Енри халӑхӑн 67е яхӑн проценчӗ – чӑвашсем. Тӑван чӗлхене. йӑла-йӗркепе культурӑна упраса хӑвармалли пӗртен-пӗр меслет вӗсене чӑвашла вуласа пани», – тесе шухӑшлать Альбина Егорова. Ыр кӑмӑллӑх акцине Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем ача пахчисене ҫӳрекенсене, шкулта вӗренекенсене, нумай ачаллӑ ҫемьесенчи ачасене чӑвашла кӗнекесем парнелӗҫ. Акцие уҫӑ кӑмӑллӑ ытти ҫынна та хутшӑнма сӗнеҫҫӗ вӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗ Тутарстанри наци шкулӗсенче тӑван чӗлхепе литература урокӗсене вӗрентекен педагогсене пухнӑ. Ҫавсем хушшинче чӑваш, мари, удмурт вӗрентекенӗсем пулнӑ. Хусанти «Сувар» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗрентекенсем квалификацие ӳстермелли курса пуҫтарӑннӑ. Юлташла тӗл пулӑва Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чӑваш, мари, удмурт секцийӗсем хутшӑннӑ. Ирина Трифонова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, «тӗп яваплӑха хӑйсем ҫине чӑвашсем илнӗ». Мероприятие ЧНКА ӗҫтӑвком председателӗ Владимир Иванов, «Сувар» хаҫат тӗп редакторӗ Константин Малышев, Тутарстанри чӑваш ҫыравҫисен союзӗн председателӗ, ТР Писательсен союзӗн пайташӗ Николай Сорокин, Чӑваш таврапӗлӳҫисен союзӗн председателӗ Александр Семенов, ЧНКА Ӗҫтӑвком пайташӗ Вера Юнусова, «Аталан» чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗн председателӗ Алена Гордеева хутшӑннӑ. Чӑваш вырсарни шкулӗн пурнӑҫӗпе Сильвия Чаркина паллаштарнӑ. Вырсарни шкулне ҫӳрекен шӑпӑрлансем чӑвашла сӑвӑ-юрӑпа савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри — хамӑр тӑван чӗлхене паянхи саманапа тан уттарасси. Ҫавна май эпир тӗрлӗ сервиссем уҫатпӑр, хатӗрлесе пыратпӑр. 2005 ҫултанпа сахал мар ку тӗлӗшпе вӑй хутӑмӑр — Электронлӑ сӑмахсар сайчӗ, Чӑвашла терминсем ӑсталамалли сайт, Чӑвашла ҫырнӑ текстсенчи йӑнӑшсене кӑтартакан хатӗр, Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӗ, тата ытти япаласем сахал мар ӑсталарӑмӑр. Ку пӗтӗм ӗҫе эпир майӗпен, вӑхӑт тупнӑ май йӗркелесе-хатӗрлесе пытӑмӑр. Анчах та тем тесен те чӑваш чӗлхине тӗнче тетелне сарас ӗҫе вӑхӑтран-вӑхӑта мар, куллен туса пымалла. Ҫавна май эпир «Чӑваш чӗлхин лабораторине» уҫас терӗмӗр. Уйрӑм ҫынсене тытса маларах хатӗрленӗ сайтсене аталантарас енӗпе ӗҫлеттерес терӗмӗр. Паянхи кунта (тӗрӗсрех каласан, иртнӗ эрнекун, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче) вӑл хӑйӗн ӗҫне туса пыма та пуҫларӗ ӗнтӗ — лабораторинче Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн икӗ студентки (2-мӗш курс) — Портнова Эрбинӑпа Тихонова Татьяна — вӑй хурать. |
Чӑваш чӗлхи
«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Chuvashstars» пабликра Алексей Московский юрӑҫа пӗри, хӑй калашле, «пӗр сӗнӳ» панӑ. «Чӑвашлӑха, эстрада шайне ҫӗклес тесен чӑн малтанах пӗрремӗш утӑм тусан пӑсмӗччӗ — хӑвӑрӑн рекламӑна, афишӑрсене, PR-а, социаллӑ медиари постӑрсене чӑвашла туса пыма тытӑнмалла», — тенӗ ятне уҫҫӑн кӑтартман этем. Хайхи Алексей Московский концерчӗсене 99 проценчӗ тӑван халӑх ҫӳрет тесе шухӑшлать. «Ӑна хисеплеме тытӑнмалла чи малтан», — тенӗ вӑл. «Чӑвашла ӑнланманнисем тепӗр 1 процент пулсан вӗсемшӗнех 99 процент пирки манса, рекламӑпа PR-а вырӑсла туса чӑрманма кирлех мар», — ҫавӑрттарса хунӑ. Алексей Московские кура, тен, ыттисем те хӑйсен афишисене чӑвашла хатӗрлеме тытӑнӗҫ тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, виҫӗ кӑларӑмпа тухнӑ «Синонимсен словарӗн» тата чӑвашла-казахла, чӑвашла-удмуртла словарьсен авторӗ Елизавета Фёдоровна Васильева хӑйӗн юбилейне паллӑ турӗ — 85 ҫул тултарчӗ. Ватӑ тӗпчевҫе ӗҫтешӗсем манмаҫҫӗ, ҫуралнӑ кунӗнче ҫулленех Елизавета Фёдоровна патне хӑнана килсе каяҫҫӗ. Кӑҫал та вӗсем ку йӑлана пӑрахмарӗҫ: Андрей Филиппов пулӑшнипе Элӗк районӗнчи Синер ялне ҫитрӗҫ — гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчен Геннадий Дегтярёв, вӗренӳ институтӗнчен Юрий Виноградов тата «Чӑвашкино» директорӗн ҫумӗ Олег Цыпленков, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Николай Плотников. Шупашкартан ҫитнӗ хӑнасене Елизавета Фёдоровнӑпа пӗрле ывӑлӗ Сергей Викторович тата кӳршӗри хурӑнташӗ Нина Дмитриева хапӑл кӗтсе илчӗҫ. Елизавета Фёдоровна хӑнасене паянхи кун мӗн ӗҫпе пурӑннине каласа пачӗ. Сывлӑхӗ хавшанӑ пулин те ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнче вырнаҫнӑ ӗҫ пӳлӗмне чӑнкӑ пусмапа кунне аллӑ хутран кая мар хӑпарса анать. Хӑй каланӑ тӑрӑх ҫакӑ ӑна хавшаклӑха сирме пулӑшать. Ҫулла пулсан сакӑрвуннӑран иртнӗ тӗпчевҫӗ вӑхӑта ытларах пахчара ирттерет — унӑн йӑранӗсем ҫинче пӗр ҫум та вӑй илеймест. |
Чӑваш чӗлхи
2019 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче регионсем шайӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури олимпиади иртнӗ. Олимпиадӑна Чӑваш республикинчи тата республика тулашӗнчи шкулсенче 9-11-мӗш классенче вӗренекен 164 ача хутшӑннӑ. Вӗсенчен 85-шӗ чӑваш чӗлхипе литературине вырӑс шкулӗн программипе вӗренеҫҫӗ, 79-шӗ — республикӑри чӑваш шкулӗсенчен. Республика тулашӗнчен олимпиадӑна пурӗ 10 вӗренекен килнӗ: Тутар Республикинчен – 2-ӗн, Пушкӑрт Республикинчен – 4-ӑн, Чӗмпӗр облаҫӗнчен – 4-ӑн. Вӗсем чӑваш чӗлхипе тата литературипе питӗ кӑсӑкланаҫҫӗ, юратса вӗренеҫҫӗ. Ҫакна олимпиадӑра аван кӑтартнӑ. Олимпиадӑна килнӗ ачасем Шупашкарти паллӑ вырӑнсенче пулса курнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗн студенчӗсемпе тӗл пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ыран, нарӑсӑн 26-мӗшӗнче, «Чӑваш чӗлхин тӗпчевҫисем тата вӗсен ӑслӑлӑх эткерлӗхӗ» ятлӑ ҫавра сӗтел иртмелле. Йӗркелӳҫӗсем — институтпа наци вулавӑшӗ — ӑна Н.П.Петров профессорӑн 90 ҫулне, А.С.Канюковӑн 100 ҫулне тата М.Р.Федотовӑн 100 ҫулне халалланӑ. Ҫавра сӗтел Чӑваш республикин наци вулавӑшӗн 201 пӳлӗмӗнче иртӗ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре. Тухса калаҫакансен йышӗнче Соловева Г.П, Дегтярёв Г.А, Долгова А.П, Ахвандерова А.Д., Виноградов Ю.М., Иванов В.А., Егоров Н.И., Ерагин Е.Е., Хусанкай А.П., Терентьев В.М., Никифоров Г.Л., Тургай В.В. пулӗҫ. Ҫавра сӗтеле ӑслӑлӑх, вӗренӳ, культура, хаҫат-журнал ӗҫченӗсене, общество хастарӗсене, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн ыйтӑвӗсемпе кӑсӑкланакансене йыхравлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |